Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.6 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ӗҫ вырӑнӗсем

Республикӑра
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж

Комсомольски районӗнчи тӗп больницӑра ҫӗнӗ тӗп тухтӑр ӗҫе кӳлӗннӗ. Унпа республикӑн сывлӑх министрӗ Владимир Степанов видеоконференци ҫыхӑну мелӗпе ирттернӗ канашлура коллектива паллаштарнӑ.

Коллектив, тӗрӗссипе, хӑйӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхне унччен те пӗлнӗ-палланӑ-ха. Инна Ефремова тӗп врачӑн медицина енӗпе заместитель пулса тӑрӑшнӑ. Тӗп врача лартиччен ҫав тивӗҫе пурнӑҫласа пынӑ.

Инна Ефремова 1993 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУран вӗренсе тухнӑ, «Сиплев ӗҫӗ» специальноҫа алла илнӗ. Терапевт специальноҫӗсӗр пуҫне вӑл кардиологи енӗпе аслӑ квалификациллӗ врач шутланать.

 

Персона

И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ валли ҫӗнӗ проректор тупӑннӑ. Вӑл – унччен Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ пулнӑ Александр Цветков.

51 ҫултискер Тӗп суйлав комиссийӗн икӗ составне ертсе пынӑ. Пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче ӑна ку должноҫе суйламан. Халӗ вӑл – ЧПУ проректорӗ.

Александр Иванович Шупашкарта 1971 ҫулта ҫуралнӑ. 1996 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУна пӗтернӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче председатель ҫумӗ, ЧПУн студентсен канашӗн председателӗн ҫумӗ пулнӑ. Кайран та унтах ӗҫленӗ: юрисконсульт, юридици пайӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ, ытти должноҫре ӗҫленӗ.

 

Республикӑра
sport.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
sport.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти Олимп резервӗн 6-мӗш спорт шкулне директор кирлӗ. Кун пирки республикӑн Спорт министерстви пӗлтернӗ.

Директор пулмалли конкурса хутшӑнас кӑмӑллисен докуменчӗсене ҫурла уйӑхӗн 12-26-мӗшӗсенче ирхи 8 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен, 13 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен Шупашкарти Президент бульварӗнчи 17-мӗш ҫуртри 712-мӗш пӳлӗмре йышӑнаҫҫӗ.

Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем ҫапларах: 56-52-60, 56-52-57; e-mail: sport@cap.ru, www.sport.cap.ru.

 

Политика
Алексей Чернов. sport.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Алексей Чернов. sport.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Правительствинче кадрсемпе ҫыхӑннӑ йышӑну тунӑ. Республика ертӳҫи Олег Николаев физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумӗ пулма Алексей Чернова ҫирӗплетнӗ.

Паянхи куна илсен, Василий Петров министрӑн заместителӗсем виҫҫӗн: Татьяна Рябинина — пӗрремӗш ҫум, Ольга Смирнова — министр ҫумӗ тата финанспа экономика пайӗн пуҫлӑхӗ, виҫҫӗмӗш ҫум — паянтан ӗҫе кулӗннӗ Алексей Чернов.

 

Политика

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев цифра министрӗн ҫумӗ пулнӑ Юлия Стройкова валли ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ тупса панӑ. Вӑл халӗ – пресс-служба тата протокол администрацийӗн управленийӗн пуҫлӑхӗ. Ҫак должноҫ юлашки вӑхӑтра пушӑ пулнӑ.

Аса илтерер: Юлия Стройкова малтан Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн директорӗн ҫумӗнче вӑй хунӑ. Кайран цифра министрӗн ҫумӗнче 2016 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗнченпе ӗҫленӗ. Нумаях пулмасть, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, ӑна ку должноҫрен кӑларнӑ.

 

Политика
journ.chuvsu.ru сӑнӳкерчӗкӗ
journ.chuvsu.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин таиа массӑллӑ коммуникацисен министерствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ.

Паян, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, министр ҫумне Юлия Стройковӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Документа республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Юлия Стройкова министр заместителӗн пуканне 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче йышӑннӑччӗ.

 

Политика
Александр Рыбаков. sovch.chuvashia.com сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
Александр Рыбаков. sovch.chuvashia.com сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Паян, ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Усламҫӑсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑя ӗҫрен кӑларса ӗҫе илнӗ.

95-мӗш номерлӗ хушура ӑнлантарнӑ тӑрӑх, бизнес-омбудсменӑн ӗҫ вӑхӑчӗ тухнӑ. Ӗҫ вӑхӑтне малалла тӑсас тесен ҫӗнӗ хушу кӑларма тивнӗ.

Ҫапла вара Александр Рыбакова паян ӗҫрен кӑларса паянах ӗҫе илнӗ.

 

Хулара
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртекен управленийӗнче ҫӗнӗ директора ҫирӗплетнӗ. Унчченхи пуҫлӑх пӗр-ик кун тимленӗ те пӗр вӑхӑт больница хучӗпе ларнӑ, унтан пӑрахса кайнӑ.

Управлени пуҫлӑхӗ пулма халӗ Павел Чернышева шаннӑ. Вӑл кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнченпе асӑннӑ тытӑмра директор ҫумӗ, тӗп инженер пулса тӑрӑшнӑ. Унчен тӑватӑ ҫул Шупашкар хула адмнистрацийӗн Калинин район администрацийӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкар тата Шупашкар хулисен администрацийӗсенче тӑрӑшнӑ.

 

Политика
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Республика Правительствинче утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче улшӑну пулса иртнӗ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче яваплӑ должноҫре Владимир Гладнев ӗҫлеме тытӑннӑ. Владимир Юрьевича министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ пулма шаннӑ.

Владимир Гладнев ятлӑ ҫын, сӑмах май каласан, нумаях пулмасть Росздравнадзорӑн Мари Элти уйрӑмне ертсе пынӑ.

Владимир Степанов министрӑн паянхи куна илсен тепӗр икӗ заместитель пур. Вӗсем — Ирина Левицкая тата Сергей Тоцкий. Министр пулӑшуҫи пулса Татьяна Михайлова тӑрӑшать.

 

Республикӑра
chfila.ru сайтран илнӗ скриншот
chfila.ru сайтран илнӗ скриншот

Чӑваш патшалӑх филармонийӗн директорӗ пулма Максим Матросова шаннӑ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

Филармонире илемлӗх ертӳҫи пулса Николай Казаков тӑрӑшать.

Максим Юрьевичӑн заместителӗсем иккӗн: Татьяна Фролова пӗтӗмӗшле ыйтусемпе ӗҫлет, Ирина Фролова – экономика тата финанс енӗпе.

 

Страницӑсем: 1 ... 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, [38], 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46, 47, 48, ... 135
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Кӑмӑл-туйӑм улшӑнса тӑмӗ. Халӗ япӑх туйӑмсем сире усӑ памӗҫ. Унсӑрӑн ҫакна пулах юратнӑ ҫынпа хутшӑнӑва пӑсма пултаратӑр. Кайран вара хутшӑнӑва йӗркелеме ҫӑмӑл пулмӗ.

Ҫӗртме, 12

1905
121
Куприянов Иван Ильич, РСФСР тава тивӗҫлӗ строителӗ ҫуралнӑ.
1935
91
Михайлов Леонид Михайлович, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1993
33
Пуршев Федор Иванович, медицина ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, офтальмолог вилнӗ.
1996
30
Митрофанов Иван Митрофанович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын